Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Улатӑр районӗ

Сывлӑх
t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/chuvashenkalasat каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Улатӑр тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗр арҫын аптраса ӳкнӗ. Унӑн температури 38 градусран ытла хӑпарса кайнӑ, кӑкӑр шӑмми ыратнӑ, ӳслӗк аптӑратнӑ. Ларма, тӑма, выртма кансӗр пулнӑ.

Улатӑрти тухтӑрсем арҫын вилесле хӑрушлӑхра пулнине шута илсе Шупашкарти кардиологи центрне илсе ҫитерме шутланӑ. Унта ӑна вертолетпа диспансера илсе кайнӑ.

3 кун иртсен арҫын реанимацинчен тухнӑ. Халӗ вӑл хӑй тӗллӗн утса ҫӳреет.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

«Контактра» халӑх тетелӗнчи «Вести Чувашии» ушкӑн пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Улатӑр округӗнчи Алтышево ялӗнче упӑшкипе арӑмне вӗлернӗ, унтан ҫуртне чӗртсе янӑ. Кайран ҫав ҫынсем вӗсен машинипе тарнӑ, ӑна хула хӗррине лартса хӑварнӑ.

Упӑшки - усламҫӑ, арӑмӗ кӗҫӗн классен вӗрентекенӗ пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене персе вӗлернӗ, унтан ҫуртне чӗртсе янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_378256
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Улатӑр округӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, инкексӗр иртмен – ҫулӑма сӳнтерсен кил хуҫин виллине тупнӑ. Вӑл – 60 ҫулти арҫын.

Пушар алхасма пуҫлани пирки 19 сехет те 20 минутра пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем киличчен ҫулӑма пушар команди сӳнтерме тытӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «хӗрлӗ автан» пирус асӑрханмасӑр туртнӑран ташлама пуҫланӑ.

Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 461 пушар пулнӑ. Вӗсенче 27 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

 

Раҫҫейре
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри ал ӗҫ ӑсти Светлана Куманейкина Мускавра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра чӑннипех те тӗлӗнтернӗ. Вӑл - Улатӑр муниципаллӑ округӗнчи Анютино ялӗнчен.

Светлана курава килекенсем валли хӑйне евӗр стенд хатӗрленӗ. Унта пусмаран, мамӑкран хатӗрленӗ пуканесем, яппун вӗтӗ шӑрҫинчен хатӗрленӗ колье вырӑн тупнӑ.

Светлана Куманейкина куравра ал ӗҫ енӗпе ӑсталӑх класӗсем те ирттерет. Унта хӗрарӑмсем кӑна мар, арҫынсем те, ачасем те хаваспах хутшӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_377204
 

Культура

Чӑваш Енре туристсем йышлӑ килсе ҫӳренине кура номе фондне пысӑклатса пыраҫҫӗ. Кӑҫалхи карлач-нарӑс уйӑхӗсенче хӑна ҫурчӗсенче чарӑннӑ туристсен шучӗ пӗтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи икӗ уйӑхринчен 28 процент ӳснӗ.

Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экотруизм валли ҫӗнӗ вырӑнсене кӑҫал Шупашкар, Улатӑр, Куславкка, Красноармейски тата Канаш муниципаллӑ округӗсенче уҫма палӑртнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхсенче 235 номерӗ 165 ҫурт туса лартмалла.

 

Политика
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

«Контактра» халӑх тетелӗнче улатӑрсем хӑйсене Чӗмпӗр облаҫне кӗртме ыйтса ҫырни пирки пӗлтернӗччӗ. Республика влаҫӗ кун пирки мӗн шутлать?

Пост тухнӑ хыҫҫӑн 16 сехетрен тӳре-шара комментари панӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫакна йӗркеллех мар ҫын ҫырнӑ. Пост тухнӑ ушкӑнра ҫын та сахал-мӗн (унта 3,7 пин ытла ҫын). Пӗр сӑмахпа каласан, тӳре-шара ҫакна фейк тесе хакланӑ.

Аса илтерер: ҫак кунсенче Улатӑр тата Улатӑр округне пӗрлештерме йышӑннӑ. Кӗҫех ку ыйтупа халӑх итлевӗ иртмелле.

 

Республикӑра

Паян ҫӗрле «Контактра» халӑх тетелӗнче «Алатырь» сообществӑра Чӗмпӗр облаҫне чӗнсе каланӑ хыпар вырнаҫтарнӑ. Улатӑрта пурӑнакансем облаҫ кӗпӗрнаттӑрне хулана хӑйсен йышне кӗртес ыйтӑва пӑхса тухма, референдум ирттерме сӗннӗ.

Акан 8-мӗшӗнче муниципалитет реформипе килӗшӳллӗн депутатсем Улатӑр хулипе округне пӗрлештерессишӗн сасӑланӑ. Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче халӑх итлевӗ пулмалла.

Улатӑрсем халӑх тетелӗнчи хыпарта унччен вӗсем Чӗмпер кӗпернинче пулнине, 1925 ҫулта Чӑваш Енпе пӗрлештернине, вӗсем хӑйсен тымарне манманнине палӑртнӑ, «чылай ҫул ӗнтӗ регион правительстви хулана хӗстерет» тесе ҫырнӑ.

Сӑмах май, 2019 ҫулта улатӑрсем Мӑкшӑ Республикипе пӗрлештерме ыйтнӑ. Ҫакна вӗсем Саранск Шупашкартан ҫывӑхрах пулнипе сӑлтавланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/photo-126868090_457244454
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Улатӑр муниципаллӑ округӗнчи Стемас ялӗнче 64 ҫулти арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. 19 сехет те 25 минутра унӑн килӗнче пушар пуҫланнӑ.

Ҫулӑм пӳрт тӑррине, шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Пушар 45 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.

Шел те, инекре кил хуҫи, 64 ҫулти арҫын, вилнӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.

 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ӗнер, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ Алия Феизова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Тутар Сӑкӑт ялӗнче пурӑнать.

Унӑн ашшӗ 1945 ҫулта фронтра пуҫ хунӑ. Амӑшӗ Алиян йӑмӑкӗ 13 ҫулта чухне ҫӗрӗ кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн Алия виҫӗ йӑмӑкӗпе шӑллӗшӗн амӑшӗ вырӑнӗнче пулнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Улатӑр районӗнче окоп чавнӑ, кайран ӑна Мускав облаҫне торф кӑларма илсе кайнӑ.

Алия Керимовна пӗртен-пӗр ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Шел те, паянхи кун вӑл пирӗн хушӑра ҫук.

 

Республикӑра
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Улатӑр округӗнчи Чуварлей ялӗ ҫывӑхӗнчи Шиблево кӳллинче пулӗ нумай вилнине сӑн ӳкерсе халӑх тетелне вырнаҫтарнӑ. Пӑр ирӗлнӗ вырӑнта вилнӗ пулӑ нумай ишсе тухнӑ.

Мӗн пулнӑ-ха унта? Вырӑнти ҫынсен шухӑшӗпе, юнашар «Кипиай Агро» уй-хирӗ пур, ҫавна пула юханшыв вараланма пултарнӑ.

Рыбнадзор ӗҫченӗсем юханшыва тӗрӗслӗҫ, шыв пробине илӗҫ. Тӗрӗслеве Улатӑрти районсен хушшинчи прокуратура та хутшӑнать.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 51
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 03

1929
96
Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1934
91
Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1952
73
Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
2009
16
Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
13
Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть